Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ылттӑнпик патшапа Батый-хан (Кӗмел Кӗпер)

Шанмалла марччӗ, курмалла марччӗ,
Хамӑн ҫывӑха ямалла марччӗ.
Тӗттем каҫ нихҫан ҫутӑ кун пулмасть,
Ҫут хӗвел ҫути тӗттӗм каҫ пулмасть.
«Каварлӑх» сӑвӑран.


Пӑлхарсен пӗтӗм ҫарӗ, харҫӑ йӗркине тӑрса, виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ монголсем тарса кайнӑ еннелле пычӗ. Монголсем ниҫта та курӑнмарӗҫ. Ҫавна пула Ылттӑнпик ахалех малалла каятпӑр пуль тесе ытларах та ытларах иккӗленме тытӑнчӗ. Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра малта пыракан хурал текӗртрен икӗ хыпарҫӑ персе ҫитрӗҫ:
— Элчӗсем! — пӗлтерчӗҫ вӗсем патшана. — Монголсен элчисем, аслӑ патша!..
— Элчӗсем? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнпик. — Эппин, монголсем ку таврарах. Вӗсене шыраса малалла кайни тӗрӗс пулчӗ.. Илсе килӗр элчӗсене! — хушрӗ вӑл.
Патша каланипе канарсем, хурал тӑратса, хӑйсен текӗрчӗсене тӑма хушрӗҫ. Чӗрӗм хушшинче пӑлхарсен текӗрчӗсем ҫар тапӑресем турӗҫ, канма вырнаҫрӗҫ. Анчах пурте асӑрхануллӑ: кирлӗ пулсан, иккӗ ухӑпа пемелӗх самантра вӑрҫа кӗме те пултараҫҫӗ.
Эккелсем симӗс ялав ҫӗкленӗ элчӗсене илсе килчӗҫ. Вӗсем виҫҫӗн. Пӑхсах паллӑ, монголсем хушшинче ятлӑ-сумлӑ ҫынсем. Патша чатӑрӗ патне ҫитсессӗн, учӗсем ҫинчен сиксе анса, хӑйсене кӗтсе тӑракансене пуҫ тайрӗҫ.
Вӗсене тӳрех патша патне илсе кӗчӗҫ.
— Аслӑ патша! — кӑшма сарнӑ хыҫлӑ пукан ҫинче ларакан Ылттӑнпик умне ӳксе пуҫ ҫапрӗҫ вӗсем. — Аслӑ патша, эпир сан патна элчӗ пулса килтӗмӗр. Сан патна пире аслӑ та чаплӑ Субедей-багадур ячӗ.
— Мӗн каласшӑн вара мана Супетей? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ Ылттӑнпик.
— Аслӑ та чаплӑ, никам ҫӗнтерейми патша! — каллех пуҫ ҫапрӗҫ элчӗсем. — Субедей-багадур санпа калаҫасшӑн. Ӗмӗрлӗх килӗшӳ тӑвасси пирки.
— Супетей вара монголсен ханӗ пулса тӑмарӗ пуль те... — куларах каларӗ Ылттӑнпик. — Батый-хан пур ҫинчех мӗнле вӑл манпа ӗмӗрлӗх килӗшӳ ҫипчен калаҫма пултарать. Батый хан хӑй ӑҫта? Е вӑл сире пурсӑра та пӑрахса тарса каймарӗ пуль те?..
Патша чатӑрӗнчи пӑлхар канарӗсем ахӑлтатсах кулса ячӗҫ.
— Ҫавӑн пирки санпа калаҫасшӑн, аслӑ патша, — канарсем кулнине курман пекех пулчӗҫ монголсем.
— Юрӗ, эппин, чи малтан Супетей манӑн шанчӑклӑ канарна, Саврӑш-паттӑрпа калаҫтӑр, — терӗ Ылттӑнпик.
* * * <<
Супетейпе тӗл пулнӑ Саврӑш-паттӑр телӗнмелле хыпар илсе килчӗ. Супетей, Ылттӑнпик патшана тӗл пулса, Батый-хан хушнине каласшӑн пулнӑ иккен. Монголсен ханӗ хӑй Ылттӑнпикпе тӗл пуласшӑн.

Аслӑ уй варрине пысӑк кӑшма сарса хунӑ. Кӑшма варрииче — икӗ ҫын: пӑлхарсен патши Ылттӑнпик тата монголсен ханӗ Батый. Кӑшман пӗр хӗрринче ҫичӗ пӑлхар канарӗ тӑрать, тепӗр енче — ҫичӗ монгол ҫарпуҫӗ. Вӗсем хӑлхисене тӑратсах патшапа хан мӗн калаҫнине итлеҫҫӗ.
— Пӑлхарсемпе монголсем — тӑванла халӑхсем, — калаҫать те калаҫать Батый. — Сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫса эпир питӗ тӗрӗс мар турӑмӑр. Пӑлхарсемпе монголсен туслӑ пурӑнмалла, пӗр-пӗринпе вӑрҫмалла мар, ӗмӗрлӗх килӗшӳ тумалла.
— Апла пулсан, мӗншӗн пирӗн ҫине темиҫе хутчен вӑрҫӑпа кӗтӗр-ха? — Батый ҫине тӗлӗнсе пӑхса ыйтрӗ Ылттӑнпик. — Эпир мар, эсир вӑрҫӑпа килтӗр!..
— Ӑссӑр пулнипе, — тӳрех хуравларӗ Батый. — Тата ҫак хӑрах куҫлӑ усала итлесе, — кӑшма хӗрринче тӑракан хӑй ҫышшсем ҫине пӑхса, Супетей ҫине кӑтартрӗ вӑл.
Хӑй ҫинчен калаҫу пынине Супетей тӳрех ӑнланчӗ, патшапа хана ҫӗре ҫитиех авӑнса пуҫ тайрӗ.
— Кил кунта! — пӳрнипе кӑчӑк туртса чӗнчӗ ӑна Батый. Супетей васкамасӑр кӑшма ҫине кӗчӗ те патшапа хан патне пычӗ, вӗсене тепре пуҫ тайрӗ.
— Эсӗ мар-и-ха пирӗн пӑлхар туссен аслӑ та чаплӑ патшипе курасшӑнччӗ, — куларах каларӗ Батый, хӑйӗн ҫарпуҫӗ ҫине йӗкӗлтенӗн пӑхса. — Акӑ вӑл, никам ҫӗнтерейми патша!
— Пӗлетӗп, — тепре пуҫне тайрӗ ватӑ Супетей. — Тӳрех палларӑм. Ун чухнех, темиҫе ҫул каяллах, вӑл аслӑ та чаплӑ патша пулассине ӑнланнӑччӗ эпӗ. Питӗ лайӑх астӑватӑп.
— Апла мӗншӗн кайран тата темиҫе хут пӑлхар туссем ҫине тапӑнса кӗтӗн? — сиввӗн ыйтрӗ Батый. — Кам хушнипе? Эп хушнипе-и?
— Ҫук, аслӑ хан, — пуҫне тайрӗ Супетей. — Эсӗ хушнипе мар. Пӗлетӗп, ҫавӑнпа ҫирӗплетсех калатӑп: эсӗ ялан пӑлхарсемпе туслӑ пурӑнассишӗн тӑнӑ.
— Тӗрӗсне калатӑн, — килӗштерчӗ ку сӑмаха Батый, вара аллине сулчӗ. — Халӗ кайма пултаратӑн...
Супетей кайнӑ хыҫҫӑн патшапа хан каллех иккӗшӗ кӑна юлчӗҫ.
— Вӑт, ҫавӑн пек ҫынсем пирки пирӗн халӑхсен хушшинче хирӗҫӳ пулса пычӗ, — калаҫа пуҫларӗ Батый. — Халӗ вара, аслӑ патша, шантарсах калатӑп: пирӗп хушӑра нимӗнле ӑнланманлӑх та пулмасть. Эпир иксӗмӗр те ҫывӑх туссем пулӑпӑр, ант тӑвӑпӑр, ӗмӗр-ӗмӗр килӗштерсе пурӑнӑпӑр. Акӑ, ҫакӑн ҫинчен каласа эпӗ сана, патша тусам, аллӑма тӑсса паратӑп.
Батый пӑлхарсен патшине хӑй аллине тӑсса пачӗ. Ылттӑнпикӗн ирӗксӗрех ханӑн тӑсса панӑ аллине тытса чӑмӑртамалла пулчӗ. Ҫакна курса, монголсем савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗҫ:
— Ур-рях! Ур-рях!.. Эпир халӗ ӗмӗрлӗхе туссем!..
Ҫакпа илтсе, Батый савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ:
— Тӗрӗс калаҫҫӗ-и ман пукерсем, аслӑ патша? — терӗ.
— Мӗнех ара, эпир кӳршӗсемпе туслӑ пурӑнма ялапах хатӗр, — кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ Ылттӑнпикӗн те. — Чӑнах та, пире мӗн ҫитмест?.. Пире, пӑлхарсене, пурте ҫитет. Ватан пирӗн аслӑ. Халӑх ытлӑ-ҫитлӗн пурӑнать. Эсир те, монголсем, хӑвӑр аслӑ халӑх пулнипе пӗтӗм тӗнчене пӗлтертӗр. Ҫӗрӗр-шывӑр та халӗ аслӑ, халӑхӑр та пуян пурӑнать. Ялан вӑрҫӑ вӑрҫнипе пулмасть. Атьӑр, чӑнах та ӗмӗрлӗх килӗшӳ тӑвар та туслӑ пурӑнма тытӑнар.
— Тӗрӗс! Артак пурнӑҫа нимӗн те ҫитмест! Эппин, килӗшӳ!
— Килӗшӳ! — савӑнсах каларӗ Ылттӑнпик. — Эпир килӗшӳ тесе анттума хатӗр!
Кӑшма хӗрринче тӑракан монголсем ҫак сӑмахсене кӑна кӗтнӗ тейӗп ҫав. Вӗсенчен пӗри хӗвӗнчен юсман туртса кӑларчӗ те пуҫ тая-тая патшапа хан патне пычӗ.
— Шӑп та лӑп ҫав кирлӗччӗ пире! — савӑнса кайрӗ Батый. — Кӳр-ха, аслӑ патшапа пайласа ҫийӗпӗр ӑна.
Хӑйпе тӑсса панӑ юсмана илчӗ те хан ӑна икӗ пая пайларӗ, пӗрне Ылттӑнпике тӑсса пачӗ:
— Сӑваплӑ вут ҫинче пӗҫернӗ сӑваплӑ юсман ку, — терӗ. — Ант туса, ҫавна ҫиер, Ылттӑнпик тусӑм! Эпӗ, акӑ, ӗмӗрлӗхе санпа туслӑ пурӑнатӑп тесе, ҫак юсман татӑкпе ним юлмиех ҫиетӗп.
Батый ҫавӑнтах ҫӳп-ҫӳхе юсмана ҫӑварне пӗтӗрсе чикрӗ те чӑмламасӑрах ҫӑтса яче.
— Эпӗ те ӳлӗмрен туслӑ пурӑнма килӗшетӗп тесе ҫак юсмана ҫиетеп, — терӗ Ылттӑнпик те...
Ҫакӑн хыҫҫӑн вара патшапа хан килӗшӗве мӗнле тытса пырасси пирки калаҫу пуҫларӗҫ.
— Килӗшӳ тунине пӗлтерсе, пӗтӗм тыткӑна лекнӗ монголсене мар, пӗр пайне ҫеҫ, тавӑрса пама ыйтасшӑн эпӗ, — терӗ Батый. — Хамӑр енчен вара эсӗ, тусӑм, мӗн ыйтатӑн, ҫавна пама хатӗр эпӗ.
— Пире ним те кирлӗ мар, — хавхаланса кайрӗ Ылттӑнпик. — Пӗртен-пӗр сутӑичӑка Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытса килсе пама ыйтатӑп.
— Ун пирки эпӗ хам та шухӑшланӑччӗ, — тӳрех килӗшрӗ Батый. — Ҫавӑнпа ӑна тытса хупма, ҫирӗп сыхлама хушнӑччӗ.
Хайӗн ҫыннисен енне ҫаврӑнса, Батый паллӑ пачӗ:
— Халех Парӑҫ-Пӑрӑнтая илсе килӗр!..
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, монголсеи тапӑрӗнчен виҫӗ юланут вӗҫтерсе тухрӗҫ. Вӗсенчен пӗри Парӑҫ-Пӑрӑнтай пуль тенӗччӗ Ылттӑнпик. Анчах вӑл шутлани тӗрӗс мар пулчӗ. Юланутҫӑсем кӑшма патне сиктерсе ҫитрӗҫ те, учӗсем ҫипчен сиксе анса, чӗркуҫленсе ларчӗҫ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтай аҫта? — кӑшкӑрса ячӗ Батый аслатиллӗ сассипе. — Эсир, мӗн, эпӗ хушпипе илтмерӗр-им?!.
— Каҫар, аслӑ хан, — пуҫне кӑшт ҫӗклесе, хуравларӗ килнисенчен пӗри. — Каҫар!.. Торгаутсем кирлӗ пек сыхламан ӑна. Тухса тарнӑ путсӗр сутӑнчӑк!
— Мӗскер? — ури ҫине сиксе тӑрса кӑшкӑрса ячӗ Батый. — Мӗскер пакӑлтататӑн эсӗ? — Хайхискер калаҫакан монгол ҫыннине чупса пырса мӗн пур вӑйӗпе пуҫӗнчен урипе тапрӗ. Лешӗ таҫта ҫитиех сирпӗнсе кайрӗ.
Батый куҫ-пуҫӗнчен вут-хӗм сапатчӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчене тытса лӑскама хатӗр пулса тӑчӗ.
— Эй, Субедей! — хыттан кӑшкӑрчӗ. — Халех пӗтӗм ҫеҫенхире текӗртсем кӑларса яр. Е чӗррӗн, е виллӗн Парӑҫ-Пӑрӑнтая шыраса тупса ман пата илсе килччӗр. Ӑна тартаканнисене вара каярах... халех... пуҫӗсене касӑр та тушкисене кашкӑрсем валли кӑларса ывӑтӑр!..
Мӗн хушнине итлеме ханӑхнӑ Сунетей ҫавӑнтах ҫывӑхра пуҫне ухса тӑракан ут ҫине сиксе утланчӗ те тапӑр еннелле ҫил пек вӗҫтерчӗ.
— Ним тума та ҫук, — Ылттӑнпик енне ҫаврӑнса ик аллине те ҫӳлелле ҫӗклесе калаҫма тытӑнчӗ Батый. — Пӑлхарсен хушшинче кӑна мар, монголсен хушшинче те сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ. Ҫавсем пулӑшнипе кӑна тарма пултарнӑ вӑл, путсӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтай!.. Ан кулян, тусӑм, тытса килеҫҫех ӑна. Вара мӗскер тӑвас тетӗн, ҫавна тума пултаратӑн унпа... Парӑҫ-Пӑрӑнтай — путсӗр сутанчӑк. Илтнӗ-ха эпӗ, ӑна пула, тусӑм, сан аслӑ ывӑлу та ҫӗре кӗнӗ терӗҫ. Ун пек сутӑнчӑкӑн йӗрне-шывне те хӑвармалла мар...
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Супетей ҫав учӗпех каялла сиктерсе ҫитрӗ. Ватлӑхне пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн учӗ ҫинчен сиксе анчӗ те патшапа хан патне пырса пуҫ тайрӗ.
— Мӗн хушнине пӗтӗмпех турӑм, аслӑ хан! — терӗ вӑл Батыя. — Ҫеҫенхире пур енне те текӗртсем кӑларса янӑ. Вӗсем часах путсӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытса килеҫҫех. Ӑна тартнӑ торгаутсенне пуринне те пуҫне каснӑ, тушкисене кашкӑрсем валли ҫеҫенхире кӑларса ывӑтнӑ.
— Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытсанах кунта илсе килӗр! — хушрӗ Батый. — Халӗ вара, Ылттӑнпик тусӑм, атя, килӗшӳ тунӑ ятпа уяв туса ирттерер.

Килӗшӳ туни ҫинчен пӗтӗмпех калаҫса татӑлчӗҫ монголсемпе пӑлхарсем. Вара, ҫакна палӑртса, ҫеҫенхир варринче пысӑк кӑвайт чӗртрӗҫ, лаша пусса какай ҫиме тытӑнчӗҫ. Кайран, пӗр-пӗринпе питӗ ӑшшӑн сывпуллашса, икӗ еннелле саланса кайрӗҫ. Анчах Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытса килсе пани пулаймарӗ.
— Ан кулян, Ылттӑнпик тусӑм, — терӗ патшана Батый-хан сывпуллашнӑ чухне. — Путсӗр сутӑнчӑка тытаҫҫех. Вара тӳрех сан патна илсе пырса параҫҫӗ. Хам сӑмаха эпӗ ҫирӗп тытатӑп. Паян сан тусу пултӑм, ӗмӗр-ӗмӗр тусу пулатӑп.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-30 11:48:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2817 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем